Улатӑр районӗнчи хуҫалӑхсенче кӗрхисене юр ҫийӗнех апатлантараҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне ку ӗҫе «Новь» тулли мар яваплӑ хуҫалӑхра тата Н.Н. Назарова хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче пуҫӑннӑ.
Кӗрхисене апатлантарма тытӑннине Улатӑр район администрацийӗ иртнӗ эрнере пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗрхи тулла 450 гектар ҫинче апатлантармалла.
Удобрени тенӗрен, улатӑрсем иртнӗ эрнерех ӑна ҫине тӑрса туяннӑ: пурӗ 474 тонна кӳрсе килнӗ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ — аммиак селитри.
Вӑрлӑх хатӗрлессипе те хуҫалӑхсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 2803 тонна вӑрлӑх хатӗрленӗ, кондицилли ҫав шутран — 60 процент. Кондицие ларса пӗтменнине ака валли хатӗрлеҫҫӗ: алаҫҫӗ, тасатаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Акашевская» чӑх-чӗп хапрӑкӗнче пӗр чӑх та хӑварман, анчах халӗ унта чӗп ҫитӗнтереҫҫӗ. Кун пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тунтикунсерен Чӑваш Ен Правительстви ирттерекен канашлура пӗлтернӗ.
Ларура пулнӑ «Хыпар» журналисчӗ Николай Коновалов хаҫатӑн паянхи номерӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнчи экономикӑри лару-тӑрӑва тишкернӗ май аш-какай туса илесси чакнине палӑртнӑ. Ҫакна экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Инна Антонова асӑнса хӑварнӑ. Сергей Артамонов шучӗпе ку вӑл иртнӗ ҫул ӗҫӗнче «Акашевская» хапрӑкра пӗр чӑх та хӑварманнипе те ҫыхӑнма пултарнӑ. Халӗ унта 56 пин чӗп ӳстерме пуҫланӑ. Асӑннӑ районти «Чувашский бройлер» предприяти те ансат мар вӑхӑта тӳссе ирттерет.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ ӗнер Мускава кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче икӗ кун пулнӑ вӑхӑтра вӑл РФ Ял хуҫалӑх министерствин департаменчӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулса тӗрлӗ ыйтӑва хускатать.
Экономика тата АПКна патшалӑх енчен пулӑшу кӳрекен департамент пуҫлӑхӗпе Наталия Чернецовапа укҫа пирки калаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, пирӗн региона ҫӑмӑллӑхлӑ кредит валли тупра ытларах уйӑрас ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, кун пирки малтанласа калаҫса татӑлнӑ.
Ӳсен-тӑран, механизаци, химизаци тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен департамент пуҫлӑхӗпе Петр Чекмаревпа хӑмла отраслӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. Ку тӗллевпе республика хыснинче кӑҫал укҫа-тенкӗ ытларах уйӑрнӑ. Хӑмла ӳстерессипе хатӗрленӗ программӑна федералсем ырлассине тата укҫа-тенкӗ енчен пулӑшассине шаннине те систернӗ Сергей Артамонов.
Республикӑра пысӑк пукан вырӑн йышӑннӑ хӑш-пӗр тӳре-шаран ӗҫ эрни тилхепене вӗҫертме тивнинчен пуҫланнӑ. Маларах эпир ЧР транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова Михаил Игнатьев Элтепер должноҫрен хӑтарнине пӗлтертӗмӗр.
Паян тунӑ тепӗр йышӑну республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине пырса тивет. Министр ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Мансур Калмыкова ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Михаил Резниковпа ҫыхӑннӑ Хушу хыҫҫӑн вырнаҫтарнӑ.
Ведомствӑра Мансур Калмыков пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе тӑрӑшрӗ. Унччен Мансур Минивелиевич Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче — ял хуҫалӑх, экологи,экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче тимленӗччӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи республикипе паллӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкне панкурта кӑларасшӑнах. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Корма и концентраты» тулли мар яваплӑ обществӑн тавӑҫне пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятире панкрут умӗнхи сӑнав процедурине кӗртме йышӑннӑ.
Асӑннӑ хапрӑка панкрута кӑларма ыйтса Перекет банкӗ, «Красная поляна» суту-илӳ ҫурчӗ, «Русские корма» общество ҫырнӑ. Ҫак уйӑх вӗҫлениччен вӗсен тавӑҫӗсене те пӑхса тухмалла. Маларах «Ваша марка» общество тавӑҫне пӑхса тухнӑччӗ, анчах ун чух унӑн тавӑҫне тивӗҫтерменччӗ.
Темиҫе кун каялла, ҫак уйӑхра, цехсене чӗпсем янӑ. Предприятин ӗҫ тӑвакан директорӗ Сергей Шпарев Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче раштав вӗҫӗнче иртнӗ канашлура инкубацие 206,6 пин штук ҫӑмарта лартнине пӗлтернӗччӗ. Бройлерсене ӳстермелли 16 цех валли тата 4484,8 пин штук ҫӑмарта туянма палӑртнӑччӗ. Ҫӑмарта тумалли чӑхсене ӳстерме чӗп ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче илсе килесшӗнччӗ. Чӑх ашне пуш уйӑхӗнче сутма тытӑнасшӑнччӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкӗнче цехсене кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче чӗпсем ярӗҫ.
Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ предприятире нумай ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлчӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вара ӑна республикӑра туса илекен кайӑк-кӗшӗк ашӗн 50 проценчӗ лекнӗ. Халӗ унти темиҫе цеха чӗпсем лартасси пирки предприятин ӗҫ тӑвакан директорӗ Сергей Шпарев Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Сергей Шпарев пӗлтернӗ тӑрӑх, инкубацие 206,6 пин штук ҫӑмарта лартнӑ. Вӗсен кросӗ — HubbardF-15. Бройлерсене ӳстермелли 16 цех валли тата 4484,8 пин штук ҫӑмарта туянма палӑртнӑ. Ҫӑмарта тумалли чӑхсене ӳстерме чӗп ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче илсе килесшӗн. Чӑх ашне пуш уйӑхӗнче сутма тытӑнасшӑн.
Республикӑра юлашки вӑхӑтра агроклассем уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Пӗрремӗшне Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗнче уҫнӑччӗ, иккӗмӗшне — Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗнче. Паян, раштавӑн 29-мӗшенче, тӑваттӑмӗшне ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ.
Вӗренӳ класне уҫма Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Юрий Исаев, экономика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Антонова, Патӑрьел район пуҫлӑхӗ, ЧР Элтеперӗн советникӗ Михаил Петров, асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх академийӗн ректорӗ Андрей Макушев хутшӑннӑ.
Агрокласс естествӑлла ӑслӑлӑх тата инженери енӗсемлӗ пулӗ. Унта 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем ял хуҫалӑх академийӗ хатӗрленӗ программӑсемпе вӗренӗҫ.
Чӑваш Енре сӗт ытларах тирпейлеме тытӑнасшӑн. Кун пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов нумаях пулмасть иртнӗ канашлура палӑртса хӑварнӑ. Сӗт тата сӗтрен туса илекен апат-ҫимӗҫне сӳтсе явнӑ канашлӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан — экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин ертсе пынӑ.
Тирпейлекен предприятисен ертӳҫисем те хутшӑннӑ канашлура иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ 0,2 процент, ҫав шутра сӗт тата унран туса илнӗ апат-ҫимӗҫ 2,8–2,2% хакланнине асӑнса хӑварнӑ. Чӑвашстат юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, пастеризациленӗ 2,5–3,2% сӗт хакӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсемпе танлаштарсан 13-мӗш вырӑн йышӑннине ӗнентернӗ. Пирӗн тӑрӑхра ҫавӑн пек сӗт вӑтамран 53 тенкӗ те 66 пус тӑнӑ. Ӗрӗнпур облаҫӗнче, сӑмахран, пӗр литрӗ — 40 тенкӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ял хуҫалӑх таварне туса илекенсемшӗн ку меллӗ хак теме пулать.
Харпӑр хӑй туса илекен продукцие вырнаҫтарма «Нашсельхоз» электрон лапамӗ пулӑшасса шанаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хӑйсен таварне сутас шухӑшлӑ, хамӑр республикӑра ӗҫлекен, ял хуҫалӑх статусне илнӗ предприяти-организацисем, ял хуҫалӑх таварне туса кӑларакансем хӑйсем пирки информаци вырнаҫтарма пултараҫҫӗ. Вӗсене районсенчи яваплӑ ӗҫченсем ку енӗпе пулӑшма тивӗҫ. Ҫавсен ятне-шывне, телефонне, электрон адресне республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Электронлӑ информаци лапамӗшӗн явапли — Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ. Электрон лапама ЧР Ял хуҫалӑх министерствинчи «Нашсельхоз» баннер урлӑ е нашсельхоз.рф каҫӑпа тухма пулать.
Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе ҫутҫанталӑк министрне ҫирӗплетнӗ: пуҫлӑх портфельне Александр Коршунова тыттарнӑ. Унччен Александр Петровича ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, А. Коршунова министр тилхепине унччен ҫав пукана йышӑннӑ Сергей Павлов Вӑрнар тӑрӑхӗнчен республикӑн Патшалӑх Канашне суйланнӑ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑха шаннӑччӗ. Александр Коршунова министр тивӗҫне пурнӑҫлаттарассине Михаил Игнатьев Элтепер авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Александр Коршунов маларах агрохими службин «Чувашский» патшалӑхӑн центрне ертсе пынӑччӗ. Федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ шутланакан ҫав центр пуҫлӑхне лариччен вӑл республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |